Административная реформа в Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АДМИНИСТРАТИВЛĂ РЕФОРМА ТАЛПĂНАКАН ТĂВАЛЛАХ ТУРТĂНАТЬ

29 ноября 2007 г.

- ТĂВАН поселокпа паллаштарма ăçтан пуçламалла-ши тесе пуçа ыраттарса тăмăпăр, - терĕ мана, хăйне сывлăх суннă-сунманах Георгий Тимофеевич Петров, Вăрнарта тахçанах тĕпленнĕ Йĕпреç чăвашĕ, эпĕ çак райцентра мĕншĕн килнин сăлтавне уçнă хыççăн. Ентешĕм, хăнана кăтартса çÿреме хаваспах килĕшнĕскер, чи малтан мана чукун çул вокзалĕн çурчĕ патне ертсе кайрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех чукун çул çинче ĕçленĕскер тата Раççей Федерацийĕн хисеплĕ ĕçченĕн ятне илнĕскер мĕншĕн çапла тунине ăнлантарма йывăр мар. Ара, вокзал поселок хапхи шутланать-çке. Ахальтен мар ăсчахсем ăна чи сăваплă вырăнпа танлаштараççĕ. Вăрнарсен вара çул çÿреве тухнă вăл е ку çынна çак çурт патне çитсех курма хистекен туртăм ăнсăртран çуралман. Ватă карчăка аса илтерсе ларнă малтанхи кивĕ вокзал вырăнĕнче пике пек йăлтăр шевлепе çиçекен кермен çĕкленнĕ-çке. Кирек кам та савăнса та ăмсанса куç ывăтĕ капмар кÿлепеллĕ çурт çине. “Кашни ирех уçăлма тухатăп та кунта çитсе çаврăнмасан чунăм вырăнта мар, - поселок урамĕпе васкамасăр утнă майăн ăшшăн сăмахлать манпа Георгий Тимофеевич. - Ĕçчен çын алли темĕн тума та пултарать иккен. Еплерех хÿхĕм çурт хăпартса лартрĕç строительсем! Кĕске хушăрах ĕçе кĕртрĕç ăна. Куратăр-и, Вăрнар сăн-сăпатне çĕнĕ тĕс кĕртрĕ вăл. Стройка анлăн сарăлса кайнă вăхăтра ку микрорайонта кулленех Вăрнар хула тăрăхĕн пуçлăхне Василий Яковлевич Львова кураттăм эпĕ. “Мэра” мĕн çав териех канăçсăрлантарать-ха?” - теттĕмччĕ. Ыйтăвăм хуравĕ хăй тĕллĕнех уçăлчĕ. Перрон хĕррине çитсе чарăнакан вакунсенчен уçă сывлăшпа сывлама çĕре сиксе аннă пассажирсем, еврошая тивĕçтерекен вокзал çуртне курнă май, тÿрех хăйсем хăш хулана çитни çинчен ыйтаççĕ иккен. Хамран та ыйткаланă кун пек. Çул çÿрекенсенчен ытларахăшĕн шухăшĕпе çакнашкал вокзал хулара кăна пулма пултарать-мĕн”.

Георгий Тимофеевича пĕр пÿлмесĕр итлесе пытăм çул тăршшĕпех. Ăна, вăрçăччен ялти спортсменсен хушшинче çĕршыв чемпионĕ пулнă Тимофей Петровăн аслă ывăлне, Вăрнар юмахри пекех пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пыни, вăл чăннипех те хула сăнне илни калама çук савăнтарнине уçăмлăнах туйса илтĕм эпĕ. Çав кун “гидпа” пĕрле кунран-кун çамрăкланакан райцентрта çитсе курман урам хăвармарăмăр. Ăçта пăхнă унта - тасалăхпа тирпейлĕх. Çурт хыççăн çурт çĕклеççĕ Вăрнарсем, пĕринчен тепри капмартарах, пĕринчен тепри хитререх, илĕртÿллĕрех. Кăçал кăна ылтăн алăллă строитель Иван Александрович Сандомиров ертсе пыракан “Вурнарская” строительство организацийĕ Гагарин урамĕнче тăватă хутлă çуртăн икĕ подъездне ĕçе кĕртнĕ. Ыттисене çитес çул вĕçлемелле. Кашни хваттертех çут çанталăк газĕ, паха шыв пулать.

Эпĕ ирĕксĕрех виçĕ-тăватă çул каяллахи Вăрнарта куçа тăрăннă “тÿнтерле” ÿкерчĕксене аса илтĕм. Поселокпа пĕр вăхăталлах туса лартнă сăнсăр бараксем йĕркеренехчĕ кунта. Халĕ вĕсен тĕсĕ те юлман. Хула тăрăхĕн администрацийĕ çине тăнипе хăтăлсах пыраççĕ кивĕ сăнсенчен. Ĕмĕрĕсене хăлтăр-халтăр çуртсенче нушаланса ирттернĕ çемьесене çĕнĕ проектпа тунă çуртсенче хваттерсем уйăрса параççĕ. Акă, хамăр çÿлерех асăннă Гагарин урамĕнчи çĕнĕ çуртра та “Кивĕ çурт-йĕр” тата “Социаллă пурăнмалли çурт-йĕр” тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн 8 çемьене вырнаçтараççĕ...

Вулакана хамăрпа пĕрле Вăрнар урамĕсем тăрăх тек илсе çÿрер мар пулĕ. Кĕске вăхăтлăха пынă “экскурсирен” акă мĕн паллă: район центрĕнче социаллă пурнăçпа экономикăн сисĕмлĕ таппи куç кĕретех. Çак ырă та палăрăмлă улшăнусем вĕсем ним çук çĕрте çуралса вăй илмен, çав сăнсенче - Вăрнар хула тăрăхĕн администрацийĕ район администрацийĕпе килĕшÿллĕн ĕçлесе пынин кăтартăвĕ, анчахрах аталанма тытăннă хăй тытăмлăхăн вырăнти органĕн тăрăшулăхĕпе пуçарулăхĕн витĕмĕ. Пĕр ÿстермесĕрех çапла çирĕплетсе калама пулать: В.Я. Львов ертсе пыракан хула тăрăхĕ муниципалитет пĕрлĕхĕсен республикăри канашне кĕрекен ытти тăрăхсен хушшинче - чи пуçарулли! Сăмах çапнипе пуш параппана пăнлаттарнипе мар, хул-çурăма тăварлă тарпа касăлтарнипе тивĕçлĕ вăл ку хисепе. Ыттисене тĕслĕх кăтартса ĕçлекенсене çÿлтисем те асăрхаççĕ çав. Василий Яковлевичшăн ку çул уйрăмах ăнăçлă пулнине те асăнса хăвармасăр иртме çук. Шăнкăр-шăнкăр çурхи шыв шарлаттарса юхнă вăхăтра ăна тус-юлташĕсем, пĕрле ĕçлекенсем 60 çул тултарнă тата “Вăрнар поселокĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç. Тулăх кĕр пархатарлă тепĕр савăнăç илсе килчĕ: Вăрнар “Раççейĕн чи хăтлă хули” конкурсра çĕнтерчĕ, тупăшăва хутшăннă 800 ытла хулапа хула евĕрлĕ поселок хушшинче “çухалса” каймарĕ, федерацин Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх агентствин дипломĕн хуçи пулса тăчĕ. Виçĕ ушкăнпа /регионсен администраци центрĕсем, 100 пин тата унтан та ытла, 100 пинрен каярах пурăнакан хуласемпе хула евĕрлĕ поселоксем/ иртнĕ конкурсра Вăрнарсем виççĕмĕш категорие лекнĕ. Ку списокри 18 çĕнтерÿçĕрен хула евĕрлĕ поселоксем иккĕн кăна: пĕри - Вăрнар, тепри - Ставрополь крайĕнчи Рыздвянный поселокĕ. Пысăк чыса тивĕçнисене кăçалхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Мускава чĕнсе илнĕ, савăнăçлă лару Пĕтĕм Раççейри курав центрĕн Тĕп çуртĕнче иртнĕ. Ыттисемпе пĕрлех Василий Яковлевич та йĕркелÿ комитечĕн яваплă çыннисен аллинчен “Раççейри чи хăтлă хула” пулнине çирĕплетекен хисеплĕ диплома илнĕ. Мускавран татах та çĕкленÿллĕрех, хавхалануллăрах кăмăл-туйăмпа таврăннă хула тăрăхĕн пуçлăхĕ. Вăрнарсем çак чыса виççĕмĕш пин çуллăха кĕнĕренпе виççĕмĕш хут çĕнсе илме пултарни мĕн çинчен калать? Хăйсем пурăнакан тăрăха хăтлă та кăтартуллă тăвассишĕн чăннипех те тар кăларса, çанă тавăрса ĕçлеççĕ вĕсем. Пархатарлă тĕслĕх ыттисем патĕнче те вырăн туптăр тесе республика ертÿçисем, вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕсене явăçтарса, Вăрнарта пĕрре кăна мар канашлу-семинар йĕркеленĕ. Район центрне тирпей-илем кÿрес енĕпе мĕнлерех ĕçлесе пыни çинчен каласа панă чухне Вăрнар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ ĕçтешĕсене витĕмлĕ тĕслĕхсем илсе кăтартас тĕллевпе тĕп урам тăрăх çеç ертсе çÿремест, çын куçĕнчен пытанарах тăракан тăкăрлăксене те кĕрсе курма сĕнет. Юлашки çулсенче поселокра ку енĕпе калама çук пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланă. Промышленноç предприятийĕсем, учрежденисемпе организацисем, вăтам вĕренÿ заведенийĕсемпе шкулсем, урамсен комитечĕсем, уйрăм çынсем çулталăк тăршшĕпе тенĕ пекех тăван тавралăх таса та илĕртÿллĕ пултăр тесе тимлеççĕ. Хула тăрăхĕн администрацийĕ пархатарлă ĕçе хастар та пуçаруллăн хутшăнакансене хавхалантарма тĕрлĕ май тупни те ÿсĕм-çитĕнÿ тума пулăшать. Василий Яковлевич сакăр çул каялла хăйне яваплă ĕç шанса парсан пуçлăх тивĕçне пурнăçлама мĕнрен тытăннă тетĕр? Поселока “çавăрса” илме пуçланă çÿп-çапран! Унăн аллинче дипломатпа папка мар, малтанхи вăхăтра кĕреçе-сенĕк выляса тăнă. Пуçлăх çемçе пукана хĕртсе ларманнине кура ыттисем те карах тăрса тухнă тăван поселока тасатма, ем-ешĕл тум кÿме, пылчăк-лачакаран хăтарма. Паян кирек хăш урам-тăкăрлăка çитетĕн-и, нумай хваттерлĕ çуртсем тĕлĕнче чарăнатăн-и, пур çĕрте те куçа савăнтаракан сăн-сăпата куратăн. Хисеп дипломĕсемпе Грамотăсене хитре калаçма пĕлнĕшĕн кăна памаççĕ çав. Хăшĕсене, Василий Яковлевичăн ĕçтешĕсенех килĕшмест иккен. Вăрнар поселокĕ çине-çинех Мускав чысне тивĕçлĕ пулни. Хăш-пĕрисен шучĕпе, “Львов конкурса тăратакан материалсене пĕлсе те ăста çырма пултарать-мĕн”. Çÿлте ларакансене “хывăхпа улталаймăн”. Çын аллинчи кукăль сăмси пысăкрах пулнине курса ăмсанакансене çапла кăна татса калăпăр: Василий Яковлевич нимрен нимĕр, пăтаран пăтă пĕçерекен пуçлăх мар. Çукран пур тумасăр, пуррине хушмасăр: “Эпĕ çапла турăм”, - тенине илтеймĕн унран. Тĕрĕслĕхпе чăнлăх, чăнлăхпа тĕрĕслĕх - пуçлăх чун-чĕрин ырă пахалăхĕсем! Хула тăрăхне ертсе пыма тытăниччен тĕрлĕ ĕçре пиçĕхсе туптаннă вăл, халăхпа пĕр чĕлхе тупса тăрăшма хăнăху илнĕ. Василий Яковлевич районти “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕн инженерĕ, унтан директорĕ пулнă, Шыв хуçалăх министерствине пăхăнса тăнă Вăрнарти мелиораци управленийĕн пуçлăхĕ, агропромышленноç комплексĕнчи профсоюз райкомĕн ертÿçи, парти райкомĕн пай пуçлăхĕ... СССР аркансан шăпа ăна темĕнле стройтрестăн база заведующийĕнче те, тĕп механикĕнче те ĕçлеттернĕ. Район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ икĕ çул хушшинче ку тытăмра туса хунă çирĕп те шанчăклă йĕрке мĕн паян кунчченех хавшаман. Вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕ çак сферăра пыракан реформа тикĕс те кал-кал куçтăр тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвать.

Вăрнар хула тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн кулленхи ĕçĕнче тĕп документ шутланакан “Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен” саккунра кăтартнисене сăмахран чăн пурнăçа куçарма пысăк ăнланулăхпа тата тăрăшуллă пуçарулăхпа хутшăннине çирĕплетекен тĕслĕх кашни утăмрах. Пуçтарăнса пыракан çивĕч ыйтусене татса панă чухне Василий Яковлевич уйрăмах принциплă. Пустуй сăмах вакламаншăн, хула тăрăхĕн администрацине пыракан граждансен канашĕ-сĕнĕвĕсене тăнланăшăн, вĕсене пурнăçа кĕртессине ырана хăварманшăн юратаççĕ ăна çынсем. Хăйне пачах та влаç çынни пек тытмасть вăл. Хула тăрăхĕн бюджетне çултан-çул хушса-пуянлатса пырасси - унăн пĕрремĕш, тĕп тивĕçĕ. Енчĕк тулли тĕк, халăх кăмăлне туллин çырлахтаракан кирлĕ те сулмаклă ĕç ытларах тума пулать-çке. Акă, иртнĕ çулта вырăнти бюджета пĕтĕмпе 21 миллион та 500 пин тенкĕ укçа пухăннă. Пурри патне алă пыратех, тăван тавралăха тирпей-илем кÿме кăна 5 миллион тенкĕ ытларах янă. Кăçалхи кăтартусем пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулма тивĕçлĕ. Апла тăк, поселок сăн-сăпачĕ татах та çĕнелмелле, унра хула палăрăмĕсем ытларах пулĕç. Бюджета укçа-тенкĕ хушакан предприяти сахал мар район центрĕнче. Темĕнле пăтăрмахлă лару-тăрура та тĕп çул-йĕртен пăрăнман предприятисен хушшинче Василий Яковлевич Вăрнарти хутăш препаратсен заводне, аш-какай комбинатне чи малтан асăнчĕ. Вĕсен ертÿçисем: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.В.Свешников тата Ю.А.Попов. Вăрнарăн социаллă пурнăçĕпе экономикине малалла çĕклеме сулăмлă тÿпе хываççĕ. Хула сăнне илекен поселокра нумай хваттерлĕ çуртсене хăвăрт та пахалăхлă лартма вĕренсе çитнĕ И.А.Сандомиров ертсе пыракан организаци вара тата тепĕр объекта çĕклеме кÿлĕннĕ: вăл ĕçе кĕрсен хула тăрăхĕн администрацийĕ çакăнта куçмалла.

Вăраха ямасăр татса памалли çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - тахçанах 12 пинрен иртсе кайнă поселокри халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси. Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа, Вăрнара шыв парса тăмалли пĕве-плотина тума тытăннă. Шыв уçлакан-тасатакан станцирен тăсăлакан пăрăхсем тăрăх нумай хваттерлĕ çуртсемпе уйрăм килсене мерчен пек шыв килсе тăрас вăхăт нумай юлмарĕ. Хула тăрăхĕн пуçлăхĕ тăтăшах çав объект патĕнче пулать, лару-тăрупа интересленсех тăрать.

...Статья пуçламăшĕнче эпĕ Вăрнар тăрăх çÿреме Г.Т.Петровпа пĕрле тухни çинчен асăннăччĕ. Чукун çул ĕçченĕ пулнă май, хăй вăхăтĕнче Георгий Тимофеевич Тăван çĕршывра çитмен кĕтес хăварман. Вăл Ставрополь крайĕнчи Рыздвянный станцире те пулнă-мĕн. “Мĕнлерехчĕ çав поселок?” - тесе ыйтсан унран акă мĕнле хурав илтрĕм эпĕ: “Çирĕм çул каяллах пулнă та, çав тапхăрта пирĕн Вăрнарпа танлашмалăх ÿсрĕ пуль ĕнтĕ. Эпĕ Пĕтĕм Раççейре çĕнтерсе, диплома тивĕçнĕ хула евĕрлĕ икĕ поселок хушшинче ÿлĕмрен туслă тупăшу йĕркелесе яма сĕнесшĕн. Вăрнарсен опыт пур ку енĕпе. Тахçан Украинăри Золотоноша районĕпе ăмăртнă пек...”

Мĕнех, лайăх сĕнÿ. Ырă, пархатарлă шухăшсене ăша хывассине тĕпе хуракан В.Я.Львов, тем тесессĕн те ăна хирĕç каяс çук. Аякри туссем пĕр-пĕринпе çапла тупăшма тытăнсан административлă реформа та ăнăçуллă çул-йĕрпе “чупма” пуçлĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика